Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗнче черетлӗ ҫитӗнӳ — паян эпир кӑҫал палӑртнӑ плана туса ҫитертӗмӗр, унсӑр пуҫне ку ҫул тунӑ мӑшӑрсен йышӗ 400 пин урлӑ каҫрӗ. 2020 ҫула эпир 239 пин те 155 мӑшӑрпа пуҫларӑмӑр. Паян 640 пин урлӑ каҫнӑ май, хӑварах куратӑр — ҫулталӑк тӑршшӗнче 400 пин тума пултартӑмӑр. Миллион чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗ таран ҫитме те нумаях юлмарӗ — пурӗ те 360 пин кӑна. Ҫитес ҫул та ҫакнашкалах тӑрӑшса ӗҫлесен вӑл кӑтарту таран эпир ҫитӗпӗрех! Паллах, плана тултарнӑ тесе эпир ахаль лармӑпӑр — мӑшӑрсене тата та хушса пырӑпӑр. Ку ӗҫре вӗт-ха, мӗн чухлӗ мӑшӑр ытларах, куҫару пахалӑхӗ ҫавӑн чухлӗ чаплӑрах. Машшин куҫарӑвӗн алгоритмӗсем тем тери вӑйлӑ пулсан та даннӑйсем — чӑвашла тат вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсем — пулмасан лайӑх куҫаруҫӑ тума хӗнрех. Ҫавна пула вӑй хуратпӑр та ӗнтӗ. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хальхи вӑхӑтра Зоя Воскресеняская хайланӑ Владимир Ленинӑн амӑшӗ пирки ҫырнӑ калавсемпе тата Жюль Вернӑн «Вунпилӗк ҫулхи капитанӗпе» ӗҫлетпӗр. Ҫавӑн пекех Леонид Жариков ҫырнӑ «Хастар тусӑм ҫинчен» повеҫӗн чӑвашла текстне хатӗрлетпӗр. Пурӗ эпир икӗ ҫул хушшинче 110 ытла кӗнекене сканерласа мӑшӑрласа тухрӑмӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Тутарстанра хальхи вӑхӑтра 88 чӑваш шкулӗ ӗҫлет тесе пӗлтерет асӑннӑ тӑрӑхри «Сувар» хаҫат. 2 пинмӗш ҫул пуҫламӑшӗнче 100-е яхӑн пулнӑ. «Суварҫӑсем» шухӑшланӑ тӑрӑх, чӑваш шкулӗсене упраса хӑварасси тӳрреммӗнех хамӑртан килет. «Шел пулин те, сахал районта чӑваш чӗлхине вӗрентесси ачасен шучӗпе пӑхсан 100 процентпа танлашать. Кун пек районсен шутне Ҫӗпрел, Ҫӗнӗ Шуҫӑм, Спас, Аксу районӗсем кӗреҫҫӗ. Вӗсенче пуҫламӑш класран тытӑнса аслӑ классем таранах тӑван чӗлхепе литература урокӗсене илсе пыраҫҫӗ. Ҫарӑмсан районӗнче чӑвашла вӗрентесси – 76, Пӑвара – 63, Элметпе Нурлатра – 50-шар процентпа танлашать. Павлӑпа Пӗкӗлме районӗсенче чӑваш ачисен 30 ытла проценчӗ кӑна тӑван чӗлхене вӗренет. Пурӗ 18 районта чӑваш шкулӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Малашне те кун пек кайсан мӗн тӑвӑпӑр? Хальхи 88 шкула упраса хӑвармаллах пирӗн», — тесе ҫырнӑ «Суварта». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
@kalikova_sa сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвӗнче республикӑн «Культурӑна тата туризма аталантарасси» патшалӑх программине «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗренесси тата аталантарасси» ҫум программӑпа пуянлатӗҫ. Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫум программӑра ачасене мӗн пӗчӗкрен, ача пахчине ҫӳрекен ӳсӗмрен, тӑван чӗлхене вӗрентме пӑхса хӑварнӑ. ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви тӗрлӗ проектсем пурнӑҫа кӗртӗҫ, ҫав шутра чӑвашла мультфильмсем хатӗрлесси те пур. Чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисемпе шкул вулавӑшӗсене пуянлатӗҫ. Вӗсене туянма 2014 ҫултанпа укҫа уйӑрман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ тинех хӑйӗн кулленхи хӑвӑртлӑхпа ӗҫлес йӗркелене куҫрӗ — чӳк уйӑхӗнче эпир 37 пин те 327 мӑшӑр хушма пултартӑмӑр. Ҫапла май пӗтӗмӗшле йыша 621 пин те 051 таран ҫитертӗмӗр. Тата ҫирӗп пине яхӑн хушсан кӑҫалхи план пирӗн тулӗ те. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче 239 пин те 155 мӑшӑр пулнине шута илсен, ҫак чикӗ урлӑ каҫӑттӑмӑр пулсан кӑҫал 400 пин тунӑ пулӑттӑмӑр. Килес ҫул та ҫавнашкалах хастар ӗҫлесен ҫулталӑк вӗҫне йыша 1 миллиона ҫитерме пулӗччӗ. Анчах ку хальлӗхе малашнехи плансем кӑна-ха. Малалла текстсемпе йывӑртарах пулӗ тесе шутлатпӑр — тем тесен те куҫарусем вӗҫленсе пыраҫҫӗ, алӑпа куҫарса вара ҫав хӑвӑртлӑхах тытса пыма ҫӑмӑлах мар. Курӑпӑр! Иртнӗ уйӑхра эпир Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑрне» мӑшӑрласа пӗтертӗмӗр, ҫавӑн пекех тахҫантанпах тӑсӑлса пыракан Геннадий Фишӑн «Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни» повеҫпе ӗҫе вӗҫлерӗмӗр, ытти интереслӗ хайлавсене мӑшӑрларӑмӑр: «Гангут патӗнчи ҫапӑҫу» повесть (Пӗрремӗш Петӗр патша пирки вӑл), «Хӑвна мӗнле тытмалла» кӗнеке, «Ҫӑлтӑр карапӗсем» фантастикӑллӑ повесть, Евгений Герасимовӑн «Щорсӗ» тата ыттисем те. Малалла ӗҫлемелли хайлавсем: Леонид Жариковӑн «Хастар тусӑм ҫинчен», Василий Смирновӑн «Саша Чекалин» повеҫӗ, Валентина Осеева хайланӑ «Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем» повеҫӗн иккӗмӗш кӗнеки, Жюль Вернан «Вунпиллӗк ҫулхи капитанӗ» тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗ пирки эпир сире уйӑхсеренех пӗлтерсе тӑратпӑр. Акӑ тепӗр пӗлтерӗшлӗ самант та ҫитрӗ — чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышне 600 пинрен ирттернӗ! Апла-тӑк, ӗҫ малалла шӑвать! Паллах, 600 пин тени ҫак ӗҫ вӗҫленсе пынине пӗлтермест — миллион мӑшӑр тӑвиччен тата нумай вӑй хумалла-ха! Анчах кашни ҫакнашкал утӑм вӑл пире эпир палӑртнӑ тӗллев патне ҫитерсе пырать. Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине тултарас енӗпе ӗҫлекен хастарсен йышӗ хальхи вӑхӑтра ҫак хайлавсемпе ӗҫлет: Илпек Микулайӑн «Хура ҫӑкӑрӗ», Владимир Арсеньевӑн Инҫет Хӗвелтухӑҫри ҫутҫанталӑка сӑнласа паракан «Тайгари тӗлпулусем» калавсен пуххи, Евгений Герасимовӑн «Щорс» повеҫӗ тата ыттисем. Ҫавӑн пекех ку вӑхӑтра эпир Валентина Осеевӑн «Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем» повеҫӗн иккӗмӗш кӗнекипе тата Леонид Жариковӑн «Хастар тусӑм ҫинчен» хайлавӗпе ӗҫлеме тытӑнса. Чипер сывӑ пулсан ҫулталӑк вӗҫӗччен мӑшӑрсен йышне 640 пине ҫитерме планлатпӑр. Ытти пирки вара куҫ курӗ унта. Сӑмах май, пирӗн ӗҫе хӑвӑртлатас кӑмӑл пур пулсан, 4276750027671261 карточка ҫине (Сбербанк) укҫа-тенкӗ куҫарма пултаратӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш Енри влаҫ чӑваш чӗлхин ҫӗнӗ учебникӗсене кӑларасси пирки шутлать. Халӗ шкул ачисем вӗренекенни 10 ҫул каялла тухнӑскерсем. Ҫӗнӗ пособисем кӑларассине тата вӗсене федераци переченьне кӗртессине ЧР Вӗренӳ институтӗнче сӳтсе явнӑ. Чӑваш чӗлхи учебникӗсем федераци реестрӗнче ҫук-мӗн: оптимизаци вӑхӑтӗнче ӑна официаллӑ экспертизӑсӑр кӑларнӑ. Экспертиза тӑвасси, учебник кӑларассипе танлаштарсан, темиҫе хут хаклӑрах. Ун чухне Чӑваш кӗнекен издательствин укҫа пулман, федераци министерстви перекетлеме шут тытнӑ. Ҫитес вӑхӑтра Вӗренӳ институчӗ ҫӗнӗ пособисен концепцине хатӗрлеме тытӑнӗ. Ӗҫ ушкӑнне чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, флологсем кӗрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн авӑн уйӑхӗнчи ӗҫне тишкернӗ май эпир ӑна пӗтӗмлетсе «кахаллантӑмӑр» тесе хак панӑччӗ. Ку уйӑх та ҫавнашкалах вӗҫленме пултарӗччӗ, ҫавах та, иртнӗ уйӑхринчен ытларах тума мехел ҫитертӗмӗр-ҫитертӗмӗрех. Авӑнра пирӗн пурӗ те 24 пин те 192 мӑшӑр хатӗрленчӗ, ҫавна май ку кӑтарту питӗ пӗчӗк пулнишӗн эпир пӑшӑрхантӑмӑр. Шел те, юпа уйӑхӗнчи ӗҫ те ытла мала каяймарӗ — иртнӗ уйӑхра эпир пурӗ 24 пин те 332 мӑшӑр ҫеҫ хатӗрлерӗмӗр. Паллах, авӑн уйӑхӗпе танлаштарас пулсан, нумайрах. Анчах ҫавах кашни уйӑхрах тенӗ пек 30 пин ытла тунӑ хыҫҫӑн ку кӑтарту пире тивӗҫтерсех каймасть. Ҫавах та сӑлтавӗсем те ҫук мар. Пӗрре вӑл Геннадий Фишӑн «Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни» хайлавпа нумай ҫӑрӑлни (ҫавна май вӑл ытти кӗнекесемпе ӗҫлессине чарса лартрӗ), тепре Виктор Гюгон «Тӑхӑрвунвиҫҫӗмӗш ҫул» романӗ йывӑррӑн мӑшӑрланни. Унсӑр пуҫне «Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас ӗҫри патшалӑхпа граждан обществин институчӗн вырӑнӗ» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине хатӗрленесси те вӑхӑта илчӗ. Унта эпир Александр Антоновпа иксӗмӗр те тухса калаҫрӑмӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Патшалӑх тата Пушкӑртстанри халӑхсен чӗлхисене (ҫав шутра чӑваш чӗлхи те пур) упраса хӑварма 4 млрд тенкӗ уйӑрӗҫ тесе пӗлтернӗ асӑннӑ республикӑра тухса тӑракан «Урал сасси» хаҫатра. Юрий Михайлов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстан влаҫӗсем патшалӑх тата республикӑра пурӑнакан халӑхсен чӗлхисене упраса хӑвармалли тата аталантармалли программӑна пурнӑҫлама 3,74 млрд тенкӗ уйӑрӗҫ. Патшалӑх программи 2019-2024 ҫулсене пырса тивет иккен. Пӗлтерӗшлӗ документа республика премьер-министрӗ Андрей Назаров алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче «Патшалӑх тата гражданла обществӑн пӗрлешӗвӗсем чӑваш чӗлхине упраcа хӑварма пулӑшни» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ӗҫлерӗ. Ку мероприятие ирттерме Национальноҫсен енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви укҫа-тенкӗ уйӑрса пулӑшнӑ. Тӑван чӗлхемӗр пирки паян та питех те ҫивӗч калаҫу пулса иртнӗ. «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ, «Хавал» общество организацийӗн ертӳҫи Александр Блинов чӑваш чӗлхипе тепӗр 50 ҫултан мӗн пулӗ ыйту тавра шухӑшласа пӑхма сӗннӗ. Уйрӑм хастарсемпе общество организацийӗсем ҫеҫ тӑрӑшни сахал, патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ тесе шухӑшлать вӑл. «Хавал» пӗрлешӗвӗн хастарӗ, Киев хулинче пурӑнакан Артем Федоринчик (вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ) ӳссе ҫитсен чӑваш чӗлхине вӗреннӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, чӗлхе вӗрентӗвӗн меслечӗсем кивелнӗ, вӗсене ҫӗнетме вӑхӑт. Сӑмах илнӗ ытти экспертӑн та тӑван чӗлхемӗршӗн чунӗ ыратни аван сисӗннӗ. Калӑпӑр, Вӗрентӳ институчӗн регион аталанӑвӗн центрӗн методисчӗ Елена Михайлова (Енькка) та чӑваш чӗлхишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Икӗ ҫулта пӗрре иртекен Кашкарти Махмут ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери калавсен ӑмӑртӑвӗ кӑҫал иртесси пирки йӗркелӳҫӗсен комитечӗ пӗлтерет. Кӑҫал вӑл VI хут иртӗ. Йӗркелӳҫӗсем каласа панӑ тӑрӑх ӑмӑртӑва хутшӑнас килсен ирӗклӗ темӑпа калав ҫырмалла, ӑна чӳкӗн 15-мӗшӗччен ярса памалла. Пӗр автортан икӗ калавран ытла йышӑнмаҫҫӗ. Конкурса хутшӑнас тесен унччен маларах ниҫта та пичетлемен хайлав тӑратмалла, унӑн калӑпӑшӗ 1 пин сӑмахран ытларах пулмалла (10 пинрен ытла мар). Калава kmahmut2020@gmail.com адреспа ярса памалла. Автор кам пулнине ҫирӗплетекен ӗҫлӗ хутсем уйрӑм файлпа пулмалла. Ҫӗнтерӳҫӗсене кӑҫал раштав уйӑхӗнче палӑртӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна тухни 25 пине тивӗҫӗ, 2-мӗш вырӑна тухни — 20 пине, 3-мӗш вырӑнти — 15 пине. Ҫавӑн пекех хавхалану парни те пур — 10 пин Турци лири. Ӑмӑрту ҫинчен тӗплӗнрех пӗлес тесен Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн (Турци) сайтне кӗрсе пӑхма пулать е Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхне (Чӑваш Ен) шӑнкӑравлама май пур: 8-961-348-73-89. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |